Ывӑл пулсан пуласлӑх та пур...
Ваттисем калани.
Монгол аламанӗсем тӗке-тӗке Супетей юрттине пӑлхарла тумланнӑ хӗрарӑма илсе кӗчӗҫ. Ун ҫумӗнче — ҫиччӗсенчи ача, хыҫӗнче — вуниккӗсенчи арҫын ача.
— Кам эсӗ? — пуҫне ҫӗклемесӗрех ыйтрӗ Супетей.
Хӗрарӑм чӗнмерӗ.
— Мӗн, чӗлхӳне ҫӑтса ятӑн-им? — пуҫне ҫӗклерӗ хӑрах куҫлӑ ҫарпуҫӗ. Унтан, тӗлӗнсе, хыҫалалла-хыҫалалла таяна пуҫларӗ. — О-о, Аслӑ Тӳпе-Турӑ!.. Мана тахҫан питӗ килӗшнӗ вырӑс хӗрне ҫӗнӗрен ҫуратса ман куҫ умне тӑратмарӑн пуль те эсӗ?!.
Хӗрарӑма хӑй патнерех илсе килме хушса, аламансене паллӑ пачӗ. Лешсем чыша-чыша, хӗрарӑма Супетей патнерех илсе пычӗҫ. Супетей хӑй умӗнчи хӗрарӑма кӗпи ярханахӗнчен ярса тытрӗ.
— Эсех-и ку?.. Мӗншӗн чӗнместӗн?.. Юрӗ, хамах паллатӑп!.. Хӗрарӑм сӑнран улшӑнать пулсассӑн та ытти хӑй евӗрлӗхне упрать.
Супетей вӑйлӑ аллипе хӗрарӑм кӗпин ярханахне аялалла туртрӗ. Лешӗн кӗпи чариех ҫурӑлса кайрӗ, тулли кӑкӑрӗ курӑнчӗ, сулахай кӑкӑрӗ тӑрринче — пысӑк турпалли...
— Любава! — ахлатнӑн кӑшкӑрса ячӗ Супетей. — Ман чун-чӗрепе ӗмӗрлӗхех кӗрсе вырнаҫнӑ вырӑс хӗр-пики... Любава...
Супетей хӗрарӑма ыталаса илес тенӗн, ӑна хӑй патнелле туртрӗ.
— Ан тив аннене! — илтӗнсе кайрӗ ҫав хушӑра ача сасси. Тахӑш вӑхӑтра хӗрарӑм хыҫӗнче тӑракан вуниккӗсенчи ача кӗпи айӗнчен анкар туртса кӑларчӗ те Супетей патне ыткӑнчӗ, ӑна чикме тӑчӗ.
— Йытӑ ҫури! — кӑшкӑрса ячӗ Супетей. Чӗрӗмре вӑл ача аллинчен анкарне туртса илчӗ те унпа ӑна пырӗнчен чикрӗ. Суранран юн палкаласа тухрӗ. Ача ҫурӑмӗ ҫине лаплатса ӳкрӗ, урисемпе пӗрре-иккӗ тапкалашса илчӗ те хускалми пулчӗ.
— Турӑҫӑм! — ахлатса ячӗ те урайне кутӑн кайса ларчӗ хӗрарӑм, ҫапах та хӑй ҫумӗнчи пӗчӗк ачине ӳкермерӗ. — Турӑҫӑм!.. Ашшӗ хӑйӗн ывӑлне чиксе пӑрахрӗ...
— Мӗскер пакӑлтатан эсӗ, путсӗр хӗрарӑм! — тарӑхса кайрӗ Супетей. — Мӗнле ман ывӑл пултӑр ку йытӑ ҫури...
- монгол ханӗсемпе аслӑ ҫарпуҫӗсен хӑйсене кӑна пӑхӑнса тӑракан эккелӗ, урӑхла каласан, сыхлав ҫарҫынни.
— Эс мӗн, хӑрах куҫлӑ шуйттан, вунвиҫӗ ҫул каялла мӗскер пулнине мантӑн-им?!. Сан ывӑлуччӗ ку, Айпӑлат!..
Каҫ пуличчен хӑй вӗлернӗ ывӑлӗ умӗнче ним хускалми ларчӗ Супетей.
— Хӗрарӑм ӑҫта? — терӗ аламанӗсене хӗвел ана пуҫласан. — Илсе
килӗр кунта.
Аламансем хӗрарӑма илсе килсессен, Супетей ӑна пӳйясем ҫине ларма хушрӗ.
— Мӗншӗн маларах каламарӑн ку ача ман ывӑл иккенне? — сиввӗн ыйтрӗ Супетей, вара хӑйех хуравларӗ. — Тепер тесен, каласа ӗлкӗрме те май пулмарӗ. Хамах ӑнланмалла. Анчах мӗншӗн ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнтӑм пулать-ха эпӗ?
Никама шеллеме пӗлмен чул чӗреллӗ ҫарпуҫӗн пӗртен-пӗр куҫӗнчен пысак куҫҫулӗ, шултра ҫумӑр пӗрчи пек, юхса анчӗ те сарӑ сухалӗ ҫине ӳкрӗ.
— Пӗтӗм ӗмӗре монголсемшӗн тӑрӑшса ирттертӗм. Хам тутар иккенне мансах, — терӗ Супетей, хӑй макӑрнипе асӑрхаман пекех. — Акӑ ӗнтӗ ӗмӗр иртсе кайрӗ. Мӗн ыррине куртӑм пулать-ха эпӗ? Арӑм та ҫук, ача та ҫук. Вупшар-вупшар хӗрупраҫ манӑн арӑм пулнӑ. Вуншар-вуншар ача манран ҫуратна пуль вӗсем. Анчах ӑҫта ҫав ачасем? Хам ҫумма тытса лутӑрканӑ та эпӗ вӑл хӗрупраҫсене — пӑрахнӑ, маннӑ. Сана вара манманччӗ, вырӑс хӗрӗ. Аслӑ Тӳпе-Турӑ ҫырни эсӗ пулнӑ, халӗ пӗлетӗп. Ҫавӑнпа эсӗ мана ывӑл ҫуратса панӑ, вуникӗ ҫула ҫити ӳстернӗ... Анчах мӗншӗн турӑ ӑна ачаллах хӑй патне илчӗ-ха? Аслӑ ҫарпуҫӗ пулмаллискерччӗ вӑл!..
Хӗрарӑм, аллинчи ачине ачашла-ачашла, ним чӗнмесӗр, макӑра-макӑра Супетей мӗскер калаҫнине итлесе ларчӗ.
— Турӑ мана ҫапла асап кӑтартас терӗ пулмалла, — ҫаплах калаҫрӗ те калаҫрӗ Супетей. — Питӗ нумай юн тӑкнӑшӑн, питӗ нумай хӗрарӑма макӑртнӑшӑн.
Супетей хӑй умӗнчи хӗрарӑм ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ.
— Кам ачи ку? — ыйтрӗ сасартӑк хӗрарӑм аллинчи ача ҫине кӑтартса.
— Хамӑн, — терӗ хӗрарӑм. — Кӗҫӗнни.
— Ҫук, — терӗ сиввӗн Супетей. — Куҫӑнтан пӑхсах туятӑп. Суятӑн эсӗ!.. Тӗрӗссине кала!.. Унтан сассине улӑштарчӗ.
— Эсе манран ан хӑра. Тӗрӗс, эпӗ халиччен никама та шеллемен. Анчах сана тивместӗп. Халь тин ӗнтӗ мана нимле хӗрарӑм та кирлӗ мар. Ылттӑнтан пулсассӑн та. Пӗртен-пӗр ывӑлӑм ячӗпе те пулин ырӑ ӗҫ тӑвам. Кала: кам ачи ку?
Херарӑм каламасӑр тӑма ҫуккине ӑнланчӗ.
— Кӑнар-тикки вӑл пирӗн, — терӗ. — Аслӑ та чаплӑ пӑлхар патшалахӗн кӑнар-тиккийӗ, пӑлхар халӑхӗн пуласлӑхне упраканӗ... Турӑ мана ҫак ачана упраса хӑварма пачӗ. Хам ывӑла туртса илчӗ пулсассӑн та...
— Алла ку вӑл Ылттӑнпик ывӑлӗ! — тӗлӗнчӗ Супетей. — Ан хӑра, ан хӑра!.. - Хӗрарӑм ун-кун хускалма тытӑннине курса, ӑна лӑплантарас терӗ вӑл. — Сӑмах патӑм эпӗ сана. Улталамастӑп. Эппин, турра кирлӗ пӑлхарсен кӑнар-тиккийӗ упранса юлни. Ҫапла пултӑрах... Пайцза паратӑп сана. Вара сире ниҫта та тивмеҫҫӗ. Ҫапах та кала, ӑҫта каяс тетӗн ку ачапа?
— Керменчук хулинче упӑшкам йӑмӑкӗ пурӑнать.
— Упӑшку кам? Саврӑш-паттӑр-и?
Ҫак хӑрах куҫлӑ тискер этем хӑй ыйтнине хӑй хуравласа пыни хӗрарӑма пушшех те тӗлӗнтерчӗ. Ҫавӑнпа вӑл хальхинче те суяймарӗ.
— Саврӑш-паттӑр, — терӗ.
— Чӑнах та паттӑр, — килӗшрӗ унпа Супетей. — Шел, тӑшман пулчӗ вӑл маншӑн. Юрӗ, пайцза параҫҫӗ сана. Анчах асту, ку ача камӑн иккенне никама та ан кала. Вӑл — сан ачу. Ӑнлантӑн-и хӗрарӑм?!.
Тепӗр кун ирхине хӗрарӑм хӑйне ют пулса тӑнӑ аслӑ пӑлхар хулинчен Янтуканпа пӗрле тухса кайрӗ. Халиччен никама та шеллемен Супетей улталамарӗ: ӑна пайцза пачӗҫ, тата питӗ маттур ут пачӗҫ тата хӑйне те, кӑнар-тиккине те ӑшӑ тумтир пачӗҫ.